Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ ял тӑрӑхӗ муниципалитетӑн балансӗ ҫинчи электрохуҫалӑх объекчӗсене конкурссӑрах вырӑнти пӗр электрохуҫалӑха панӑ. Ҫапла хӑтланни Чӑвашэнергон филиалне тивӗҫтерменнине кура вӑл монополипе кӗрешекенсем патне ҫӑхавпа ҫитнӗ.
Евитленине асӑннӑ службӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӑхса тухнӑ та ахальтенех пӑшӑрханманнине палӑртнӑ. Анчах вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ объектсене тара парасси пирки килӗшӗве алӑ пусиччен конкурс ирттернине кура тек саккуна пӑсман, ҫавна май асӑрхаттару хучӗ ҫырса тӑма тивмен.
Ыран, авӑнӑн 14-мӗшӗнче, Чӑваш Енре те пӗтӗм ҫӗршыври пекех Пӗрлехи суйлав кунӗ иртет. Ҫак кун Красноармейски, Шупашкар тата Тӑвай районӗсенчи ҫичӗ суйлав участокӗнче сасӑлав иртмелле.
Пӗрлехи суйлав кунӗнче ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене те палӑртмалла. Паянхи кун Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ, Шупашкар районӗнчи Ҫырмапуҫ, Тӑвай районӗнчи Чӑваш Чутей ял тӑрӑхӗсем пуҫлӑхсӑр пурӑнаҫҫӗ. Ыранхи кун вӗсене ӳлӗмрен кам ертсе пырассине татса парӗ.
Вакантлӑ вырӑншӑн 13 ҫын кӗрешӗве тухма кӑмӑл тунӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтава пула вӗсенчен 10-шӗ суйлава хутшӑнӗ.
Шупашкар районӗнчи Котеркассинчи Фольклор ҫуртне юсама 1 миллион тенкӗ ытла ларать. Маларах вырӑнти Тутаркасси ял тӑрӑхӗ культура ҫуртне юсакан подряд организацине палӑртассипе конкурс ирттернӗ. Халӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.
«1947-мӗш ҫулта туса лартнӑ ҫурт япӑхса кайнӑччӗ. Кивӗ пулин те ку тӑрӑхрисемшӗн вӑл чӑн-чӑн культура вучахӗ пулса тӑнӑччӗ. Ҫиелтен юсани ҫителӗксӗррине кура ӑна тӗпрен юсама йышӑнтӑмӑр», — тесе пӗлтерчӗҫ вырӑнти ял тӑрӑхӗнче.
Сӑнсем (9)
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри 4-мӗш котельнӑйран вӗри шыв илсе тӑракансене ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланмасӑр та вӗри шыв памӗҫ. Ҫакна район администрацийӗнче ҫынсем коммуналлӑ пулӑшушӑн парӑма кӗрсе кайнипе ӑнлантараҫҫӗ.
Вырӑнти тӳре-шара ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсене халӑхӑн 5 миллион тенкӗ ытла тӳлемеллине ӗнентерет. Ҫавна пула асӑннӑ отрасльте ӗҫлекенсем ҫурт-йӗре пахалӑхлӑ тытса тӑма чӑрмав сиксе тухать тесе калаҫҫӗ. Вӗри шывпа тивӗҫтерейменни те ҫавӑнпах ҫыхӑннӑ имӗш.
Мирлӗ пурнӑҫри хирӗҫ-тӑрусем миҫе ҫемьене хуйхӑ илсе ҫитермен-ши! Чечняри те сахал мар ҫамрӑк пурнӑҫне ытла та ир татрӗ. Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкасси ял тӑрӑхӗнчи Бычковсене те ҫак хуйхӑ пырса ҫапнӑ. Асӑннӑ районта йӗрке хуралӗнче ӗҫлекенскер Чечняна ӗҫпе кайнӑ, унта пуҫ хунӑ.
Тӑван шкулӗ Леньӑна манмани пирки эпир хыпарланӑччӗ http://www.chuvash.org/news/6279.html. Вӑл вилнӗ кун унта анлӑ спорт мероприятийӗ ирттерме йышӑннӑ. Ӑмӑртӑва 7–11-мӗш классенче вӗренекенсене явӑҫтараҫҫӗ. Хӑйсен шкул ачисене кӑна мар, ытти шкултан та чӗнеҫҫӗ. Пилӗк ҫынтан тӑракан ушкӑна 3 яшпа 2 хӗре кӗртме палӑртнӑ. Бычкова асӑнса йӗркелекен спорт мероприятине Леня вилнӗ кун, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, ирттерӗҫ.
«Шупашкар районӗнчи «Туруновский» ЯХПКра ҫак тарана ҫитсе те тырӑ вырма тухман. Комбайнсене арестленӗ. Сӑлтава тӗпчесе уҫӑмлатма вырӑна ҫитрӗмӗр», — тесе хыпарларӗ иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче «Хыпар» хаҫат.
Вячеслав Григорьев журналист ӗнентернӗ тӑрӑх, хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров ирех пӑсӑк кӑмӑллӑ пулнӑ, мӑншӗн тесен хир карапне ҫӗрле такам юсавсӑра кӑларнӑ, темиҫе болтне кӑларса кайнӑ. Механизаторсем маларах асӑрхаман пулсан шар ытларах крума пултарнӑ иккен, мӗншӗн тесен ун пек техника арканатчӗ иккен.
Хуҫалӑх ертӳҫи Азиз Бадиров Азербайджанри пӗр ялта ҫитӗннӗ, уй-хире пӗчӗкренех кӑмӑлланӑ-мӗн. Шкул ҫулӗсенче вӑл Чӑваш ҫӗршывӗ ҫинчен пачах та пӗлмен. Каярах, Баку университетӗнче математик пулма хатӗрленекенскер, ҫу кунӗсенче студентсен строительство отрячӗпе Совет Союзӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗнче пулнӑ. Ҫавӑн чухне Ҫӗмӗрле районӗн каччипе ҫывӑх туслашнӑ. Пӗр вӑхӑт Ҫурҫӗрте вӑй хунӑ, суту-илӳре те ӗлкӗрнӗ. Усламҫӑ Бакура темиҫе хваттер туянма вӑй ҫитернӗ.
Пӗррехинче Чӑваш Енри юлташӗ ӑна хӑнана чӗннӗ, пӗрле ӗҫлеме сӗннӗ иккен. Кунта Азиз чӑваш хӗрӗпе паллашнӑ, туслӑх юратӑва куҫсан ҫемье ҫавӑрнӑ.
Авӑнӑн 2-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре 267 пин гектар ҫинчи тыр-пула пухса кӗртнӗ. Ҫав шутра — 93,3 пин гектар тулӑ. Пӗтӗмпе 81% тыр-пула вырнӑ. Кун пирки ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтерет.
Елчӗк районӗнче вырма вӗҫленнӗ. Патӑрьел районӗнче 90 процентне пухса кӗртнӗ. Элӗк тата Шупашкар районӗсем варахрах ӗҫлеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пӗтӗмпе 473,6 тонна тырӑ вырнӑ. Вӑрнар, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче 1 гектартан тухӑҫ ытларах туса илнӗ. Чи сахалли — Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче.
Уй-хирте ҫӗрулми кӑларас ӗҫ пырать. Хальлӗхе 751 гектар ҫинчи ҫимӗҫе пухса кӗртнӗ.
Чӑваш Енре пирӗн республикӑпа Китайӑн пӗрлехи агропаркне тума палӑртнӑ. Ку ыйтӑва иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Китай делегацийӗпе тӗл пулсан сӳтсе явнӑ. Аса илтеретпӗр, «Чӑваш Енӗн аталанӑвӗн корпорацийӗ» акционерсен уҫӑ обществипе Сычуаньти SICHUAN XILIN IM/EX CO., LTD компани килӗштерсе ӗҫлесси пирки ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче икӗ енлӗ килӗшӗве алӑ пуснӑччӗ.
«Проекта Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсенче вырнаҫнӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче аталантармалла. Ӑна 2014–2019 ҫулсенче пурнӑҫа кӗртмелле», — тесе хыпарлать Чӑваш Ен Элтеперӗн администрацийӗн пресс-служби. Китай инвесторӗсем выльӑх-чӗрлӗхне суйласа тӗрӗс тунӑ текен шухӑша Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ. Пирӗн патра пӑру ашӗ ҫителӗксӗр туса илнине шута илсен продукци пирӗн патра сутӑнасси иккӗлентермест.
Китай ҫыннисем Чӑвашра мӑйракаллӑ шултра выльӑха ашлӑх тата сӗт туса илмелле тытасшӑн.
Ҫурлан 30-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Урай Макаҫ ялӗ 265 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хаклӑ хӑнасене хапха патӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ. Аслӑ ӳсӗмрисене лаша кӳлнӗ урапапа ярӑнма чӗннӗ.
Ял старости Людмила Константинова ял историйӗпе паллаштарнӑ. Чӑваш наци тумне тӑхӑннӑ яш-хӗр тетарализациленӗ постановка — «Каччӑ хӗрпе паллашни» — кӑтартнӑ. Хӑнасем урампа утнӑ май Урай Макаҫ ялӗ пирки сӑвӑ вуланӑ.
Хӑнасемпе ял ҫыннисем валли курав йӗркеленӗ. Унта вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ картинӑсем, ҫыхнӑ карҫинккасем, чӑваш тӗррисем пулнӑ. Уяв лапамӗнче ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене те вырнаҫтарнӑ.
Юбилярсене парнесемпе, дипломсемпе хавхалантарнӑ. Николаевсен хуҫалӑхне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Сцена ҫинче «Сарнар» ансамбль, «Ҫавал», «Леди Данс» тата «Асамат кӗперӗ» ташӑ ушкӑнӗсем пулнӑ.
Сӑнсем (21)
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Ҫӗктерте ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнӑ. Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, унта тӗрлӗ ҫулхисем пуҫтарӑннӑ.
Пӗчӗккисене вылямалли лаптӑк «маншӑн пулсан ик айкки те тӑвайкки» темен ҫынсем тӑрӑшнипе хута кайнӑ. Саӑвнӑҫлӑ мероприятие палӑртма Шупашкартан «Фаворит» ятлӑ ача-пӑча хореографи коллективне илсе пынӑ.
Ача-пӑча лаптӑкӗ уҫнин пӗлтерӗшӗ пысӑккине палӑртассишӗн вырӑнти ял тӑрӑхӗнче хӑйӑр ҫинче пӗрле вылянӑ, пӗрле ярӑннӑ чух чӑн-чӑн туслӑх ҫуралса вӑл ӗмӗре тӑсӑлма пултарать тесе калаҫҫӗ.
Сӑнсем (14)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |